Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала

 

1714Ҫапӑҫакан автан нихӑҫан та мӑнтӑр пулмасть.Автан
1715Ҫапӑҫакан автанӑн киккирикӗ юнсӑр пулмасть.Автан
2495Ҫӑвӑрлӑ курака валӗ ҫук.Курак
1597Ҫӑка йывӑҫҫипе тимӗр ҫине карт тӑваймӑн.Ҫӑка
2713Ҫӑка кӑчки ҫурӑлсан вӗлле хурчӗ хаярланать.Пыл хурчӗ
1598Ҫӑка ҫӗрӗкне чавмасӑр карас пылне ҫиеймӗн.Ҫӑка
1599Ҫӑка юман пулас ҫук, кулак ырӑ тӑвас ҫук.Ҫӑка
1600Ҫӑкара ҫирӗплӗх ҫук, ҫамрӑкра хисеплӗх ҫук.Ҫӑка
2366Ҫӑмарта вӑрлакан чӑххине те тиркес ҫук.Чӑххи — Ҫӑмарти
2367Ҫӑмарта туман чӑх ытларах кӑтиклет.Чӑххи — Ҫӑмарти
2368Ҫӑмарта шурӑ тесе шуратмасӑр ҫиме ҫук.Чӑххи — Ҫӑмарти
2369Ҫӑмартари автан шуҫӑмпа тӑрса авӑтмасть.Чӑххи — Ҫӑмарти
2516Ҫӑхан арман ҫине ҫӑмарта тунӑ тет.Ҫӑхан
2517Ҫӑхан ӗмӗрӗ ҫӗр ҫул ытла.Ҫӑхан
2518Ҫӑхан йӑвине тустарсан алӑ хӑрать.Ҫӑхан
2519Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхать — суккӑр тӑвать, ырӑ сынна ырӑ илет — кӑмӑл тӑвать.Ҫӑхан
2520Ҫӑхан ларман йывӑҫ ҫук.Ҫӑхан
2521Ҫӑхан пурнаҫӗ ҫӑва ҫинче.Ҫӑхан
2522Ҫӑхан сасси ҫӑвана йыхӑрать.Ҫӑхан
2523Ҫӑхан ҫӑхан куҫне шӑтармасть.Ҫӑхан
2524Ҫӑхан та чӗпписене сӑпай пулма вӗрентнӗ тет.Ҫӑхан
2525Ҫӑханпа ҫерҫи нихӑҫан та пӗртӑван пулман.Ҫӑхан
2526Ҫӑханпа ҫыхланиччен куракпа курнӑҫ.Ҫӑхан
2527Ҫӑханран ҫӑхан ҫуралать, ҫӑрхаран ҫӑрха ҫуралать.Ҫӑхан
2528Ҫӑханшӑн пулсан ҫӑва тулли виле пултӑр.Ҫӑхан
2531Ҫерҫи ватӑлсан та сикме пӑрахмасть.Ҫерҫи
2534Ҫерҫи урипе нумаях утаймӑн.Ҫерҫи
2532Ҫерҫи ӳсӗрӗлнӗ тет те месерле выртса: «Пӗлӗте тапса ҫӗмӗрем-и, пӗлӗте тапса ҫӗмӗрем-и», — тесе калать тет.Ҫерҫи
2535Ҫерҫи шухӑшне шурӑ акӑш пӗлес ҫук.Ҫерҫи
2533Ҫерҫи шыва кӗрсе тухса тӗкӗсем тӑмаланнӑ та, хӑй мӗлки ҫине пӑхса: «Ой, ой, ой! Манран пысӑк кайӑк пур-ши ҫут тӗнчере?» — тенӗ.Ҫерҫи
2536Ҫерҫин те Мӑнкунта сӑра пур тет.Ҫерҫи
2537Ҫерҫирен хӑраса кантӑр акмасӑр юлас мар.Ҫерҫи
2538Ҫерҫисем ахаль чӗвӗлтетмеҫҫӗ.Ҫерҫи
2653Ҫӗлен ӗҫки ҫӗлен майлӑ.Ҫӗлен
2655Ҫӗлен наркӑмӑшӗ хӑйне сиен мар.Ҫӗлен
2656Ҫӗлен сӑхнӑ ҫын пӑявран та хӑранӑ.Ҫӗлен
2657Ҫӗлен ҫӗртен шӑвать те, ҫавах ҫын сисет.Ҫӗлен
2658Ҫӗлен ҫулне тупатех.Ҫӗлен
2659Ҫӗлен те ӗне сӗтне юратать.Ҫӗлен
2660Ҫӗлен тирӗ ҫӗнелет те, чунӗ ҫӗнелмест.Ҫӗлен
2661Ҫӗлен умӗнче ҫӗлӗк хывмаҫҫӗ.Ҫӗлен
2662Ҫӗлен ури пӗртте ҫук, ҫитмен ҫӗр те ҫук.Ҫӗлен
2663Ҫӗлен усракан вилӗмпе юнашар пурӑнать.Ҫӗлен
2664Ҫӗлен хӑй куккӑрне пӗлмест.Ҫӗлен
2665Ҫӗлен чӗлхи пӗлекене ҫӗлен те йӑваш.Ҫӗлен
2666Ҫӗлен чунне чул анчах ҫемҫетме пултарать.Ҫӗлен
2667Ҫӗлен чунсӑрлӑхӗ тӗнчене паллӑ.Ҫӗлен
2668Ҫӗлен шухӑшне шурӑ кайӑк пӗлес ҫук.Ҫӗлен
2654Ҫӗлен-калтан чӗлхи пӗр.Ҫӗлен
2669Ҫӗлене ҫӗлен ҫимес.Ҫӗлен